Тивĕçлисене - стипенди

 Тăрăшуллă тата пултаруллă, малалла ăнтăлакан, вĕренỹре пысăк кăтарту тăвакан ачасене хавхалантарса çулленех район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендийĕпе тивĕçтереççĕ. Кăçал 10 вĕренекен уйăхсерен 500-шер тенкĕ укçа илсе тăрĕ. Сумлă стипендие çаксем тивĕçнĕ:

вĕренỹре палăрнăшăн -

Павел Кошкин - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул (9 класс вĕренекенĕ),

Адиле Курякова - Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкул (9 класс),

Валерия Осипова- Турханти вăтам шкул (9 класс),

Гелгене Айзатуллова - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул (10 класс),

Алексей Торговцев - Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул (8 класс),

Анастасия Мылова - Турханти вăтам шкул (10 класс);

гуманитари облаçĕнче

- Снежана Устимова - Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул;

художествăпа культура ăсталăхĕнче- Юлия Изосимова - Туçари вăтам шкул (8 класс);

физкультурăпа спортра - Илюзе Янтыкова - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул (10 класс), Егор Селиванов, -Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул (9 класс).