Асра юлакан кӑмӑллӑ тӗлпулу

Асра юлакан кӑмӑллӑ тӗлпулу


Тăван чӗлхе кунне халалласа шкулта  пирӗн ентешпе,  «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕпе, çамрăк çыравçăпа Ирина Кошкинăпа тӗлпулу иртрӗ.

Ирина Кошкина ятне чăваш хаçат-журналне вулакансем аванах пĕлеççĕ, «Çамрăксен хаçатĕнче» унăн чуна пырса тивекен чылай статья пичетленет. Чăваш кĕнекин тусĕсем вăл пултаруллă çыравçă пулнине те пĕлеççĕ: унăн ачасем валли çырнă хайлавĕсем «Пирĕшти патне янă çыру», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Çул кайăкĕ» сборниксенче кун çути курнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче Ирина Кошкинăн «Уйăх юлташне çăлни» пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ.

   Ирина Станиславовна   ачасене  кĕскен хăй çинчен каласа пачĕ. Тăван ялти вăтам шкулта вĕреннĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ. Çырас туртăм унăн тăван шкулта вĕреннĕ чухне палăрнă, хĕр ăна «Малтанхи утăмсем» ятлă кружока çÿресе аталантарнă. И. Кошкинăн пĕрремĕш хайлавĕсем «Тантăш», Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕсенче пичетленнĕ. 2023 çултанпа вăл – «Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн членĕ.

Ирина Кошкина ачасене хăй çырнă «Уйăх юлташне çăлни» кĕнекине кěнě калавсен историйěсемпе паллаштарчě. Ачасен çак калавсенчен пěлмелли тата илмелли питě нумай. Тĕлпулу питĕ тухăçлă иртрĕ. Ачасем вуласа тухнă хайлавсем тăрăх хатěрленě  ыйтусем çине тĕрĕс хурав пани çыравçа савăнтарчĕ.

Директор канашлуси П.Лаврентьева çыравçа саламларӗ, ӗçре творчествăлла çитӗнӳсем,  пултарулăх лаççинче ăнăçу, çĕнĕ хайлавсем çырма сунчĕ.

Малашне те тӗлпулусем пуласса шанас килет. Кун пек тӗлпулусем тăван чӗлхен илемне курма, ăна юратма, хисеплеме вӗрентеççӗ.